Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвӗ иртнӗ май Шупашкар районӗнче курав йӗркеленӗ. «Шупашкар районӗн спорт мӑнаҫланӑвӗ» ят панӑскере уҫма спорт элити пухӑннӑ тесе пӗлтерет район администрацийӗ.
Куравра шашка енӗпе Чӑваш Енӗн пӗрремӗш чемпионӗ пулса тӑнӑ Л.К. Кирилловпа паллаштаракан материалсем, сӑмахран, вырӑн тупнӑ. Е тата ирӗклӗ кӗрешӗве районта пуҫарса янӑ В.И. Смородинов, лапталла выляссипе тренерта тӑрӑшнӑ А.И. Иванов, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ С.К. Скворцов...
Курава савӑнӑнҫлӑ лару-тӑрура уҫма пуҫтарӑннисем умӗнче спорт ветеранӗсем тата ҫамрӑк чемпионсем тухса калаҫнӑ. Вӗсем пурте спорта юратма чӗнсе каланӑ. Кирек камӑн та пурнӑҫӗнче вӗрентекен пур. Спортсмена ҫул кӑтартаканни – тренер. Вӗсем те пулнӑ.
Спортсменсен династине тӑсакансене илсен, Ишекри Скворцовсене асӑнмалла. Сергей Кузьмич хӗрӗ Надежда хӑлха илтменнипе сусӑрсене бадминтон енӗпе хатӗрлет. Надежда Тонина – Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тренерӗ. Халӗ вӑл Шупашкарти 1-мӗш спорт шкулӗнче ӗҫлет.
Сӑнсем (41)
Ватӑсене ултавҫӑсем епле кӑна улталамаҫҫӗ пулӗ?! Хӑйсемпе социаллӑ ӗҫчен тесе те паллаштараҫҫӗ, тухтӑр тесе те суеҫтереҫҫӗ, газ тытӑмӗнче е ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ халап шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Е тата «Сирӗн пӳрте усал иленнӗ — ӑна тасатмалла», — тесе пырса кӗреҫҫӗ. Пур услапа ан ӗненӗр тесе темле асӑрхаттарсан та ҫакланакансем пур.
Иртнӗ эрнере, акӑ, Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан 79-ти кинейме икӗ хӗре ӗненнӗ. Лешсем хуҫалӑхра кирлӗ, анчах йӳнӗ ӑптӑр-каптӑр тавар 20 пинпе тыттарса хӑварнӑ. «Лавккара вӑл 38 пин тенкӗ тӑрать. Сире, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе, йӳнӗпех сутатпӑр. Эпир — ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем», — тесе карчӑка ним мар ӗнентернӗ. «Ман укҫа ҫук-ха», — текелесе малтан лешӗ турткаланма пӑхнӑ та кайран ӳкӗте кӗнӗ. Пӗтӗм таварӗ (виҫӗ япала тыттарса хӑварнӑ) икӗ пин тенке яхӑн кӑна тӑрать-мӗн.
Юпан 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи тепӗр ватӑ йӳнӗ тавара 15 пин тенкӗпе илсе юлнӑ. Хӑйсемпе хӗрсем социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшатпӑр тесе паллаштарнӑ иккен.
Карчӑк-кӗрчӗке улталакансем 26–27-ри хӗрсем пуль тесе икӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхялӗнче пурӑнакан Александр Геннадьевичпа Любовь Александровна Александровсен ҫемйинче 10-мӗш ача кун ҫути курнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ ачана Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче шута илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана Изабелла ят панӑ. Александровсен унччен ҫичӗ хӗрпе 2 ывӑл ӳснӗ.
Александрпа Любовь ачисене сайра тӗл пулакан ятсем хураҫҫӗ: Авенир, Арсентий, Диана, Джуана, Анжелика, Вероника, Дарина, Эвелина, Лиана.
Сӑмах май, 2014 ҫулхи 9 уйӑхра 180 ҫемьере виҫӗ тата унран ытларах ача кун ҫути курнӑ.
Ҫынна савӑнма нумай та кирлӗ мар. Ватлӑхра пушшех те. Манманни, ҫын сума суни паха. Хальхи вӑхӑтра Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май ял тӑрӑхӗсенче пухусем ирттерме тытӑнчӗҫ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗнче те йӗркеленӗ.
Пуху умӗн ватӑсем унта ҫӗкленекен чиркӗве кайса килнӗ. Ватӑсене ҫавӑн пекех куравпа та паллаштарнӑ. Япони пултарулӑхне кӑтартаканнипе. «Канзши яппунсен ӳнерӗ» курав вырӑнти шкул ачисем хӑйсен аллипе хатӗрленӗ.
Унта-кунта курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пуху пуҫланнӑ. Ҫывхаракан уяв ячӗпе ватӑсене тӗрлӗ шайри тӳре-шара салам сӑмахӗ каланӑ. Тата пухӑва Шупашкар районӗн хисеплӗ ҫыннин 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ иккен. Хастар ватӑн «Сторона моя Ишакская» кӗнеке хӑтлавӗ те иртнӗ.
Концерт курнӑ хыҫҫӑн ватӑсем уяв сӗтелӗ хушшине пухӑннӑ.
Сӑнсем (17)
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» аваллӑх управҫи мӗнпе куракана хапӑл пулнине ятӗнченех ӑнланма пулать. Кивӗ шкул пулнӑ ҫуртра хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленӗ ҫак культура учрежеднийӗ таврара ят-сум ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ.
Пӗр вырӑнта тӑмасть музей. Аталанса пырать. Ҫав шутра «Чӑваш картишне» асӑнма пулать. Музей ҫумӗнчи лапамра вырнаҫнӑскер пирки ытлашши темех каласа кӑтартма та мар-тӑр, мӗншӗн тесен ӑна та ячӗ уҫса парать.
Унта юлашки вӑхӑтра ҫамрӑк мӑшӑрсем пырса ҫӳресси йӑлана кӗме тытӑннӑ иккен. Ҫавӑн пек самантсенчен Апашри «Апаш Ен» фольклор ушкӑнӗ те юлмасть. Иртнӗ эрне кун та вӑл унта ҫитнӗ. Тин кӑна мӑшӑрланнисене ушкӑн чӑвашла юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Йӑлӑмра авӑн уйӑхӗн 26–28-мӗшӗсенче шкул ачисен республикӑри турист слечӗ иртнӗ. Унӑн кӑтартӑвӗсене IV Туриадӑра тата шкул ачисен XVII спартакиадинче шута илмелле.
Район чысне слетра Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси шкулӗнчи «Ҫамрӑк турист» вӗренӳ пӗрлешӗвӗн ушкӑнӗ хӳтӗленӗ. Йыша асӑннӑ шкулти В.П. Елизаров вӗрентекен ертсе пырать.
Ҫӗнтерӳшӗн тупӑшу виӗҫ куна пынӑ. Унта республикӑри ял-хуласенчи 15 ушкӑн хутшӑннӑ. Чӑрӑшкасси ачисем пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем «Тӗрӗслевпе туризм маршручӗ», «Тӑваткал», «Туризм», «Йышпа паллаштарни», «Конкурс программи» ӑмӑртусенче мала тухнӑ.
Йышри ачасенчен Ирина Мазеева, Александра Николаева, Эмилия Матвеева, Артем Афанасьев, Владислав Федотов, Никита Карпов, Илья Сумков уйрӑмах палӑрнӑ.
«Бичурин тата хальхи самана» музейри «Чӑваш картишӗ» экспозици тепӗр экспонатпа пуянланнӑ. Музейра пӗчӗк ҫӑлӑн макечӗ вырӑн тупнӑ.
Ҫӑла Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Александр Иванович Алексеев (Сантӑр Пикл) парнеленӗ. «Чӑваш картишӗнче» унӑн ытти ӗҫӗ те пур. Малтан вӑл музея «Тӗнче пулса кайни» скульптура композицине тата «Ӗмӗр сакки сарлака» сака парнеленӗ.
Сантӑр Пикл музейпа 10 ҫул ытла тачӑ ҫыхӑну тытать. Шупашкар районӗнче вырнаҫтарнӑ унӑн пирвайхи ӗҫӗ — «Апаш» скульптура композицийӗ.
Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗнче урнӑ тилӗ йытта тапӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Иккассинче урнӑ чир сарӑлас хӑрушлӑр пуртан ЧР Патшалӑх сунарпа пулӑ служби тилӗсен йышне нормӑна кӗртме йышӑннӑ.
Ведомство ертӳҫи Владимир Кузюков пӗлтернӗ тӑрӑх, урнӑ чир «кӑвайтне» тупнӑран ҫакнашкал йышӑну тунӑ. Авӑнӑн 15-мӗшӗнчен тилӗсене тытма юрать. Ку йышӑну ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен вӑйра пулӗ.
Палӑртмалла: халӗ тилӗ тытакан сахал, мӗншӗн тесен унӑн тирӗ питех кирлӗ мар-мӗн. Тилле тытма йывӑр. Ӑна тытакан специалист та сахал-мӗн.
Чӑваш Енре культура объекчӗсен йышӗ сахалланӗ. Кун пирки республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов пӗлтернӗ иккен.
Шупашкар районӗнчи Апашра хӑй вӑхӑтӗнче вырнаҫтарнӑ палӑка 1906 ҫулхи чӑваш хресченӗсен пӑлхавне асӑнса лартнӑ иккен. Патшалӑх хӳтлӗхӗнче вӑл 1974 ҫултанпа пулнӑ. Ефимов министр каланӑ тӑрӑх, палӑка чӑтӑмлах мар материалтан ӑсталанине пула ҫулсем иртнӗҫем вӑл ишӗлсе пӗтнӗ-мӗн. Ҫавна май ӑна культура эткерлӗхӗ шутӗнчен кӑларас тесе шут тытнӑ.
Асӑннӑ палӑксӑр пуҫне Шупашкар районӗнче регион пӗлтерӗшлӗ тата тепӗр тӑватӑ объект иккен. Ку шутра — 1821 ҫулта Шемшерте хута янӑ Успени чиркӗвӗ, 1917 ҫулта тунӑ Алькешри Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ, 1809 ҫулта Ҫӳлтикассинче уҫнӑ Улатимӗр Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗ тата 19-мӗш ӗмӗрхи Мӑнал ялӗнчи Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗ.
Ку эрнере Шупашкар районӗнчи Иккасси ялӗ ҫывӑхӗнче урнӑ тилле персе пӑрахнӑ. Ку «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗ» картунра пулнӑ.
ЧР патшалӑх ветслужбинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 13-мӗшӗнче «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗн» маҫтӑрӗ тилӗ картише кӗрсе йытӑпа ҫапӑҫма пуҫланине курнӑ. Йытӑ вӗрнине илтсен хуҫа унта пӑшалпа тухнӑ та тилле персе вӗлернӗ. Кун пирки вӑл Шупашкар районӗнчи ветстанцие пӗлтернӗ.
Ҫав кунах тилӗ ӳтне ветстанцие илсе ҫитернӗ. Тепӗр кунхине республикӑри ветеринари лабораторине илсе кайнӑ. Специалистсем тилӗ урнӑ чирпе аптӑранине палӑртнӑ.
Халӗ ҫав вырӑнта чӗрчунене сӑнаҫҫӗ, дизинфекци тата иммунизаци тӑваҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |